Шупашкар тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар пулнӑ. Ӗнер 13 сехет тӗлӗнче Шупашкар районӗнчи Юртукассинче ҫулӑм алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. 55 ҫулти кил хуҫи, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар арҫын пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнче 81 ҫулти хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Вӑл лаҫра вут чӗртнӗ. Асӑрханманнипе ун ҫинчи тумтирӗ хыпса илнӗ. Шел, ватӑ хӗрарӑма ҫӑлма май килмен.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланӑранпа Чӑваш Енре 1519 пушар пулнӑ. вӗсенчен 81 ҫын вилнӗ, 72-ӗн суранланннӑ. 147 ҫынна ҫӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш халӑх артистне Иван Иванова (1946—2002) асра тытса астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Вӑл 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Культура учрежденийӗнче актер ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа фотокурав уҫӑлӗ.
Шупашкар районӗнчи Платкара ҫуралса ӳснӗ, вӑйпиттиллех пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ сцена ӑстине асра тытса йӗркеленӗ каҫа унӑн ентешӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Фёдорова (вӑл Шупашкар районӗнчен) тата РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева хутшӑнӗҫ.
Артистӑн тӑванӗн хӗрӗ Марина Якимова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун Платкара тата Иккассинче те тӗрлӗ меропряти иртӗ.
«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «ДНК» кӑларӑмра Паян Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ывӑлӗ пулчӗҫ.
Светлана Иванова – Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнчен. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти аслӑ шкулта ветеринара вӗреннӗ. Унта Олег ятлӑ студентпа туслӑ пулнӑ. Кӑштахран Светлана качча тухнӑ, унӑн хӗр те ҫуралнӑ. Ун чухне Светлана пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ. Вӑл вӑхӑтра Олег та авланса ӗлкӗрнӗ. Вӑл пӗрле вӗреннӗ хӗрпе ҫемье ҫавӑрнӑ.
Пӗррехинче Светланӑпа Олег общежитири пӳлӗмре тӑрса юлнӑ. Кӑштахран ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ача, ывӑл, ҫуралнӑ. Ӑна Пётр тесе ят панӑ. Халӗ вӑл 41 ҫулта. Вӑл ҫемьеллӗ, хӗрпе ывӑл ӳстерет. Петя Шупашкарта пурӑнать.
Олег 2000 ҫултах вилнӗ, анчах арҫыннӑн тӑватӑ хӗр: Елена, Надежда, Дарья, Любовь – юлнӑ. Вӗсем – Чӗмпӗр облаҫӗнчи Красносельскран.
Телекӑларӑмра Петьӑн ашшӗ Олег, апла пулсан унӑн тӑватӑ хӗрӗ чӑваш арҫыннипе ашшӗ енчен пӗр тӑван иккенне ДНК-анализ ҫирӗплетсе пачӗ. Пӗр тӑвансем чунтан савӑнчӗҫ, пӗр-пӗринпе туслӑн хутӑшса пурӑнма шантарчӗҫ.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати тӑлӑх ачасем валли 2019-2021 ҫулсенче 460 хваттер илнин аудитне ирттернӗ. Туяннӑ хваттерсенчен 42,3 процентӗнче контрактсене куҫман пурлӑх рынокӗнче ӗҫлекен уйрӑм усламҫӑсемпе е посредник евӗр уйрӑм ҫынсемпе алӑ пуснӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ҫав категори хваттер малтан туянать, унтан муниципалтет закупки вӑхӑтӗнче хаклӑрахпа сутса ярать.
Прокуратура ӗҫченӗсем 90 килӗшӗве тишкернӗ те коммерсантсем 14,9 миллион тенкӗ тупӑш курнине палӑртнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗтӗмлетнӗ евӗр, кунта сӑмах хысна укҫи пирки пырать. Республикӑра тепӗр 1200 тӑлӑх хваттер черетӗнче тӑнине те шута илмелле.
Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палати палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче икӗ хваттере 45-50 процент хаклатса сутса янӑ. Ку танлаштарӑмра елчӗксем уйрӑмах палӑрнӑ. Тӑвай, Етӗрне тата Пӑрачкав та вӗсенчен юласшӑн мар...
Чӑваш Енри хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата ытти техникӑн техника тӑрӑмне тӗрӗслесе тӑракан патшалӑх инспекцийӗнче (кӗскетсе каласан, Гостехнадзор инспекцийӗнче) кадрпа ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма Валерий Михайлова шаннӑ.
41 ҫулти Валерий Вениаминович тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче консультантра, Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ҫавӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва РФ Пенси фончӗн правленийӗ паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗ пулса Валерий Николаев тӑрӑшӗ.
Валерий Петрович Шупашкар районӗнчи Ишлейре 1974 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Икӗ аслӑ пӗлӳллӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Промышленность электроники» тата «Финанс тата кредит» специальноҫсене алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл Чӑваш Енӗн Социаллӑ политика министерствинчи специалистран пуҫӑннӑ. 1997 ҫултанпа Пенси фончӗн тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫултанпа РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри управленийӗн управляющийӗн ҫумӗ пулса тимленӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ватӑсене ӗнер пневмококран прививка тунӑ.
Асӑннӑ бактери тӗрлӗ бактери инфекцийӗсене пуҫарса ярать. Унпа чирлисем пневмонипе (ӳпке шыҫҫи), вӑтам отитпа (хӑлха шыҫҫи), менингитпа, синуситпа тата ытти чирпе аптӑраҫҫӗ.
Пневмококк пневмонийӗ пӗчӗк ачасемшӗн тата ваттисемшӗн, ҫавӑн пекех тӗрлӗ амакпа атӑракансемшӗн уйрӑмах хӑрушӑ. Кӑрмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса кинемейсемпе мучисене прививка тутарас тенӗ. «Пирӗншӗн кулянни савӑнтарать», — тенӗ ваттисем.
Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ҫав каҫ театрта Ярослава Пулинович ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакле кӑтартнӑ. Юбиляр Жанна сӑнарне калӑпланӑ.
Наталия Сергеевӑна юбилейпа республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата ыттисем саламланӑ. Тӑван, Шупашкар, районӗнчен те делагаци пырса ҫитнӗ.
Аса илтерер: Наталия Сергеева юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать.
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче пӗр хваттерте ашшӗпе ывӑлӗн виллине тупни пирки пӗлтернӗччӗ. Ун чухне вӗсем эрехпе наркӑмӑшланма пултарни пирки каланӑччӗ.
Аса илтерер: арҫын виллисене чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тупнӑ. Вӗсем маларах эрех ӗҫнӗ пулнӑ. Хваттерте вӗсен пӗлӗш хӗрарӑмӗ пулнӑ, вӑл та наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Следовательсем арҫынем мӗншӗн вилнине палӑртнӑ. Хваттерте харпӑр газ кӑмаки (котел) пулнӑ. Вӑл юсавлах ӗҫленӗ, анчах унпа тӗрӗс мар усӑ курнӑран (пӗрмай ҫутса сӳнтернӗ) тӗтӗм тухмалли тӑрпара конденсат пӑрланса ларнӑ. Сӗрӗме урамалла туртманран хваттерти ҫынсем наркӑмӑшланнӑ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче Водопровод урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ ҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра 41 ҫулти тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. 64-ри хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗ. Ҫынсем контрафактлӑ эрехпе наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑн та, инкек вырӑнне Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Семёнов та ҫав кунах тухса кайнӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне тӗпчӗҫ, тивӗҫлӗ мера йышӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |